Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Тӗп редакторсен кунӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна пуҫласа йӗркеленӗ. Унта республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пуҫлӑхра тӑрӑшакансем ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗнче, Роскомнадзорта тимлекенсем хутшӑннӑ. Унта медиаотральти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Канашлӑва уҫнӑ республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алина Федорова пуҫтарӑннисене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Евдокимова тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗпе паллаштарнӑ, информаци ресурсӗсемпе ӗҫлекен специалист Анжелика Иванова халӑх сечӗсене тытса пырас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен»хаҫат редакторӗ Виктория Вышинская регионти тӗп пулӑмсене епле ҫутатса пама палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Канаш хулинче ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Хӗвелтухӑҫ районӗнче пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 14 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Пушарта 25-мӗш ҫуртӑн тӗпелӗ ҫунса кайнӑ.
Вырсарникун каҫхине Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче хута яма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ тесе палӑртнӑ. Пушарта стройматериал, хӑма урай ҫунса кайнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 1600 ҫемье ял ипотекипе усӑ курса пӳрт лартнӑ (хӑшӗсем, тен, ахӗррине туяннӑ пулӗ).
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем ял ипотекин программипе усӑ курса 3 миллиард тенкӗ ыла укҫа илнӗ.
Программа пирӗн патра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Россельхозбанкӑн специалисчӗсем сӑнанӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар тата Шупашкар муниципаллӑ округӗсенче пурӑнакансем округӗсенче пурӑнакансем ял ипотекипе ыталах усӑ курнӑ.
Хула ҫумӗнче ҫурт туянакансенчен ытларахӑшӗ — ҫамрӑксем. Вӗсем хулара хваттер туяниччен ялта ҫут-йӗр ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ кредит панипе ҫеҫ мар, ялта инфраструктура вӑйлӑ аталаннипе те ҫыхӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Енри ял территорийӗсене аталантарма хыснаран 10 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку цифрӑна республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов асӑнса хӑварнӑ.
Пушӑн 12-мӗшӗнче республикӑри икӗ кинемей 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Раиса Никифорова Шупашкар округӗнчи Тури Макаҫ ялӗнче пурӑнать. 9 ҫултанпа фермӑра дояркӑра ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче савутра ӗҫленӗ, фронт валли ҫӑматӑ йӑваланӑ. Кайран колхозра вӑй хунӑ.
Мария Степанова Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Анаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл малтан совхозра, кайран сӗтел-пукан хапрӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Паянхи кун вӑл пӗчченех пурӑнать. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫынннисем ун патне килсех ҫӳреҫҫӗ.
Геннадий Исаков орнитолог-ӑсчах пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта республикӑра кураксем сахалланнӑ. Шупашкартан 8 ҫухрӑм радиусра вӗсен колонине тупма та ҫук иккен.
«5 ҫулта Чӑваш Енре 102 ял-салара кураксен 132 колонийӗ ҫухалнӑ», - ҫапла пӗлтерет орнитолог. 2019 ҫулта ӑсчахсем 474 ялта кураксен 546 кӗтӗвӗ пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал ку хисеп 414 таран ҫитнӗ, кураксен кӗтӗвне 372 ялта асӑрханӑ. Кураксем ытларах Етӗрне, Элӗк, Шупашкар округӗсенче ҫухалнӑ. Ытларахӑшӗ – пӗчӗк кӗтӳсем. Чи пысӑк ҫухалнӑ кӗтӳ Йӗпреҫ оругӗнчи Ҫӗрӗклӗ ялӗнче пулнӑ. Унта 125 йӑва пӗтнӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫ пӳрте тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен 64 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Халӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав кунах Шупашкар округӗнчи Вӑрманкасра пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм 61 ҫулти арҫынна кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, унтан ҫулӑм пӳрт ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ.
Кӳкеҫри ҫуртсенчен пӗринчен юр йӑтӑнса аннӑ та вӑл ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмаха пула район центрӗнчи темиҫе ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫавсен шутӗнче — Шоссе урамӗнчи темиҫе объект: Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗ, нумай ӗҫ тӑвакан центр (МФЦ), «Тӑван Ен» хаҫат вырнаҫнӑ ҫурт.
Муниципалитетӑн пӗрлехи диспетчер службинче ҫутта вӑрах тӑхтамасӑр пама шантарнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси патӗнич пӗве патӗнче пӗр ушкӑн канма пуҫтарӑннӑ. Вӗсем патне нимӗҫ овчаркиллӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӗсен калаҫу сыпӑнман — хӗрарӑм йытта ушкӑн ҫине вӗслетсе янӑ. Йытӑ хӗрарӑмсенчен пӗрне ҫыртнӑ, шар курнине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Йытӑ хуҫине йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ. Вӑл 56 ҫулти вырӑнти ял ҫынни пулнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле икӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра Чапаевпа Николаев ячӗллӗ суйлав участокӗсем туса хунӑ. Ҫын ячӗпе хисепленекеннисем — пурӗ пилӗк участок. Ҫапла тума муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем ыйтнӑ-мӗн.
Шупашкарти 1937-мӗш номерлӗ участок малашне Граждан вӑрҫин паттӑрӗн, Шупашкарта ҫуралнӑ Василий Чапаев ячӗпе хисепленет, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Шуршӑлти 1130-мӗш округ — икӗ хут СССР Геройӗн Андриян Николаев ячӗпе.
Тата тепӗр виҫӗ участока ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисен ятне панӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи 117-мӗш участока Александр Старчков ячӗллӗ, Шупашкар тӑрӑхӗнчи 1744-мӗш участок — Дмитрий Семенов ячӗллӗ, Елчӗк тӑрӑхӗнчи 2402-мӗш участок — Николай Петров ячӗллӗ.
Кашни участокрах ятарлӑ стендсем йӗркеленӗ.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ҫывхарать. Ҫавна май Чӑвашстат арҫынсем пирки статистика хатӗрленӗ.
2023 ҫул тӗлне республикӑра 543 пин арҫын пурӑннӑ. Ку регионти халӑхӑн 46 проценчӗпе танлашать.
Пӗлтӗр 9 пин ача ҫуралнӑ. Вӗсен 51 проценчӗ – арҫын ачасем. Чи пысӑк ача Шупашкар округӗнче кун ҫути куррнӑ, вӑл 5400 грамм тайнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасем ытларах утӑ уйӑхӗнче ҫуралнӑ: ун чухне 486 пепке кун ҫути курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |